Паракан — Илекен

 

11003Укҫа ҫумӑрпа пӗрле ҫӳлтен ӳкмест.Паракан — Илекен
11004Укҫа ҫумне укҫа хурсан хутаҫ тулать.Паракан — Илекен
11005Укҫа ҫунатлӑ, укҫаллӑ ҫын хӑватлӑ.Паракан — Илекен
11006Укҫа ҫути пулсан пурнӑҫ та ҫутӑ.Паракан — Илекен
11007Укҫа ҫути чӗрене суккӑр тӑвать.Паракан — Илекен
11008Укҫа ҫӳлтен ҫумасть.Паракан — Илекен
11009Укҫа та шӑвармасӑр ӳсмест.Паракан — Илекен
11011Укҫа тесен вилнӗ ҫын та хускалса илнӗ тет.Паракан — Илекен
11012Укҫа тесен утмӑл ҫулхи тутар та сиксе тӑнӑ тет.Паракан — Илекен
11013Укҫа тесен ухмах та аллине тӑснӑ тет.Паракан — Илекен
11014Укҫа тесен ухмахӑн та куҫӗ ҫуна пуҫлать.Паракан — Илекен
11015Укҫа тесен шапа та аллине тӑсать.Паракан — Илекен
11016Укҫа тесен шапа та урине тӑснӑ тет.Паракан — Илекен
11017Укҫа тесен шапа хуранӗ те уҫӑлса хупӑннӑ тет.Паракан — Илекен
11018Укҫа тесен шурӑ ҫӳҫ те шухӑша кайнӑ тет.Паракан — Илекен
11020Укҫа тимӗр те кастарӗ, нимӗр те кастарӗ.Паракан — Илекен
11021Укҫа Турӑ мар, Турӑран та кая мар.Паракан — Илекен
11022Укҫа турпас мар, ҫӗрте выртмасть.Паракан — Илекен
11023Укҫа укҫана йыхӑрать.Паракан — Илекен
11024Укҫа улача мар, ӑна килте тӗртеймӗн.Паракан — Илекен
11025Укҫа умӗнче кашниех ҫӗлӗк хуҫать.Паракан — Илекен
11026Укҫа умӗнче улпут та пуҫ таять.Паракан — Илекен
11027Укҫа умӗнче чӑнлӑх та куҫне хупать.Паракан — Илекен
11028Укҫа утмӑл ултӑ чул хушшинче.Паракан — Илекен
11029Укҫа хӗлле те ӳсет, кӑмпа хӗлле ӳсмест.Паракан — Илекен
11030Укҫа хӗрӗх хут чул кастарнӑ.Паракан — Илекен
11031Укҫа хисепе юратать.Паракан — Илекен
11032Укҫа хулхине касман, ҫӗтсен те шыраса тупас ҫук.Паракан — Илекен
11033Укҫа хумасан уҫҫӑн курӑнмасть теҫҫӗ юмӑҫсем.Паракан — Илекен
11034Укҫа хумасӑр ватӑ юмӑҫ юмламасть.Паракан — Илекен
11035Укҫа Хураҫка мар, хуҫине палламасть.Паракан — Илекен
11036Укҫа хуҫа шырамасть.Паракан — Илекен
11037Укҫа чул айӗнче теҫҫӗ.Паракан — Илекен
11038Укҫа чул кастарать.Паракан — Илекен
11039Укҫа чул хушшинче, ӑна тупасси питӗ хӗн.Паракан — Илекен
11040Укҫа чул хушшинчен тухать тет.Паракан — Илекен
11041Укҫа шута, ҫын хисепе юратать.Паракан — Илекен
11042Укҫа шутланӑ чух тӑван ҫук.Паракан — Илекен
11043Укҫа ял касать.Паракан — Илекен
11010Укҫа-тенкӗ йӑмра ҫулҫинчен пулмасть вӑл.Паракан — Илекен
11044Укҫаллӑ ҫын — суд умӗнче таса ҫын.Паракан — Илекен
11045Укҫаллӑ ҫыннӑн ҫӗр хуйхӑ, укҫасӑррин пӗр хуйхӑ.Паракан — Илекен
11046Укҫаллӑ ҫыннӑн та хуйхи пур.Паракан — Илекен
11047Укҫаллӑ улпут — сӗлӗ ҫинчи ут.Паракан — Илекен
11048Укҫалли — пур ҫын, укҫасӑрри — ҫук ҫын.Паракан — Илекен
11049Укҫалли те ик ӗмӗр пурӑнмасть, укҫасӑрри те ҫур ӗмӗр ҫех пурӑнмасть.Паракан — Илекен
11050Укҫан ӑсӗ ҫук: епле килсе кӗрет, ҫапла тухса каять.Паракан — Илекен
11051Укҫан куҫӗ ҫук: кама паран, ҫавна каять.Паракан — Илекен
11052Укҫан мӑйраки ҫук, кӑкарса хураймӑн.Паракан — Илекен
11053Укҫан пӗр тенки пӗр пуса тӑман вӑхӑт килӗ.Паракан — Илекен